Ял пуласлăхĕ - çамрăксенче

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:20 Просмотров: 240

Ялсем ан пĕтчĕр тесен çамрăксем кирлĕ. Вĕсене ĕçлеме яла хăварас тĕл- левпе вара кирлĕ условисем туса памалла. Чи малтанах - ĕç укçи, пурăнмалли çурт-йĕр, кану йĕркелемелли вырăн.

Эпир çак майсемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çамрăксене хваттер илме те пулăшатпăр. Предприятире ĕçлекенсен 97 проценчĕ - Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсем. Вĕсен йышĕнче çамрăксем те, аслă çулхисем те пур. Хальлĕхе пирĕн вакансисем çук.

 "Исток" агрофирма Патăрьел тата Йĕпреç округĕсенчи çĕрсемпе усă курать. Тĕп ен - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тата тыр-пул çитĕнтересси. Пĕр вырăнта тăмастпăр, яланах малалла аталанатпăр. Паян хуçалăхри ĕçсене роботизациленĕ, цифровизациленĕ. Темиçе çул каялла 125 çын вăй хунă пулсан, халĕ - 70 çын. Сăмахран, 600 пуç ĕнене паян икĕ оператор сăвать. Предприятисене пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Часах эпир 800 пуç выльăх вырнаçмалăх ферма хута ярасшăн. Унта та ĕçлекенсем кирлĕ пулаççĕ.

Александр ИЛЮТКИН, "Исток" агрофирма ертỹçи

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика