Пи число кунĕ ятпа квест вăййи иртрĕ. Унта муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсене çỹрекенсем хутшăнчĕç.
Кашни командăра 4-шар ача пулчĕ. Вăйă тĕллевĕ - ачасен математика пĕлĕвне ỹстересси, вĕсен тавра курăмне анлăлатасси, предмет пĕлĕвне професси ĕçĕнче усă курасси, кашнийĕшне хăй тĕллĕн шухăшлама вĕрентесси, умри тĕллеве пурнăçлас яваплăха туйтарасси, пĕрлĕхре коллективпа çитĕнỹ тăвасси.
Мероприяти педагогсене те ĕçри ăсталăха ỹстерме пулăшрĕ. Класс тулашĕнчи вăййа сахал мар хатĕрленме тиврĕ.
Математика квесчĕ юлташлăх туйăмĕсене те çирĕплетрĕ. Тарăннăн шутлама май пачĕ. Тавçăрулăх тĕп вырăнта тăчĕ. Ачасен физика тата математика предмечĕсем патне тата ытларах туртăм çуратрĕ. Темăсене йывăртарах алла илекенсем те хăйсене вăйăра палăртма пултарчĕç. Ахальтен мар математикăна "наукăсен патши" тесе каламаççĕ-çке.
Мероприяти валли уйăрнă вăхăт çителĕклĕ пулчĕ. Ыйтусем ытларах Пи числопа, математика историйĕпе, шỹтпе, практикăпа, ытти предметсемпе çыхăннисем пулчĕç. Çакăнтан ачасен хăй тĕллĕн вĕренес туртăмĕсем те çуралчĕç. Вăйă вĕренекенсемпе учительсене тата та çывăхлатрĕ.
Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе чысларĕç. Вăййа йĕркелеме Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти математика, физика, информатика вĕрентекенĕсем тăрăшрĕç.
Гульнефис АЗМУКОВА, вĕрентекен
Август 2026 |
