Культура учрежденийĕсем хăтлăланаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:39 Просмотров: 260

Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен культурине, йăли-йĕркине тытса пырассишĕн, аталантарассишĕн 46 ял клубĕпе культурăпа кану центрне пĕрлештерекен централизациленĕ клуб системи, Ача-пăча библиотеки, 27 ял вулавăшĕ тата 6 библиотека пункчĕ кĕрекен централизациленĕ библиотека системи, "Çăкăр" историпе этнографи музейĕ, архив, ача-пăча искусство шкулĕ тăрăшаççĕ.

"Культура" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа халăха канма, тавракурăмне анлăлатма, ачасен пĕлĕвне ỹстерме культура сферинчи чылай учреждение регионти "Культурăллă хутлăх" проектпа килĕшỹллĕн юсарĕç, пурлăхпа техника базине пуянлатрĕç. Çавăн пекех "Пултаруллă çынсем" проектпа культурăра вăй хуракансене тăрăшулăхшăн хавхалантарасси те йăлара.

Наци проекчĕ пулăшнипе 2019 çулта Тутар Сăкăтĕнче çĕнĕ культура çурчĕ алăкне уçрĕ. Кивĕ Катекри, Нăрваш Шăхалĕнчи ял клубĕсем те хăтлăланчĕç. Ача-пăча искусство шкулне тĕплĕн юсанă, реконструкциленĕ. Первомайскинчи культура çуртне реконструкцилеме проект ĕçĕсене тунă. Централизациленĕ библиотека системин пурлăх бази те пуянланчĕ. Ача-пăчан модельлĕ библиотеки хута кайрĕ, пĕлтĕр ăна валли 5 млн тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Çавăн пекех клубсем сцена çине тухмалли тумлă пулчĕç.

"Культура" наци проекчĕ культура сферине çĕнĕ варкăш илсе кĕчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен 5 çулта муниципалитетра чылай ĕç пурнăçланă. Юсанă клубсенче ĕçлеме те, мероприятисем ирттерме те кăмăллă, хăтлă. Ача-пăча пултарулăхне аталантарма, аслисен пушă вăхăтне туллин ирттерме кружоксем йĕркелеме те май парать.

Малашлăхри тĕллевсем те пысăк. Наци проекчĕпе усă курса "Çăкăр" музейне реставрацилеме палăртнă, ăна валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне тĕпрен юсама палăртнă. Кăçал вара Тури Чакăра пурăнакансемшĕн савăнăç çитет, кунта çĕнĕ клуб тума пуçлаççĕ.

Ялта пурăнакансене савăнăç парнелекенсем - культура çурчĕн ĕçченĕсем - хăйсен пĕлĕвне те "Культура" наци проекчĕн регионти "Пултаруллă çынсем" проектпа килĕшỹллĕн квалификацие ỹстереççĕ. 18 çын çак пулăшупа усă курнă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика