Канализаци люкĕ уçă пулни пуриншĕн те хăрушлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:49 Просмотров: 353

ПАТĂРЬЕЛĔНЧЕ унта та кунта канализаци люкĕ уçă е вăл шанчăксăр виткĕчпе пулнине час-часах асăрхама пулать. Кун пирки социаллă сетьре те тăтăшах асăрхаттару сăн ỹкерчĕкĕсене, видеона та вырнаçтараççĕ. Çак кунсенче округ центрĕнче пурăнакан пĕр амăшĕ те хаçат редакцине шăнкăравласа люк ыйтăвне çивĕчлетрĕ. Ачасем тăтăшах урамра, лапамра вылянăран çывăхри люк лайăх хупăнманни, унăн виткĕчĕ шанчăклă пулманни ача амăшне пăшăрхантарнине пĕлтерчĕ.

Инкек никама та куçа курăнса килмест, паллах. Люксем шанчăклă пулманни ачасемшĕн çеç мар, пуриншĕн те хăрушлăх кăларса тăратать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика