Килĕшỹллĕ çемье яланах кил илемĕ пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:49 Просмотров: 336

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче кăçалхи пĕрремĕш кварталта Патăрьелĕнчи Мăшăрлану керменĕнче 21 мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă. Шел пулин те арканнă çемьесен йышĕ те çавăн чухлех пулни пăшăрхантарать, паллах. Ытларах 25-39 çулсенчи çамрăксем тĕрлĕрен сăлтавпа таса туйăма упраймаççĕ. Çемье, килĕшỹллĕ мăшăр - кил илемĕ, ырă малашлăх, пысăк шанăç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 50, 55, 60 е ытларах çул килĕштерсе пурăнакан ырă тĕслĕхлĕ мăшăрсем те пайтах. Вĕсенчен тĕслĕх илмелле.Чăмăртаннă çĕнĕ çемьене упрасси, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсси, савăнăçа çурмалла пайласси, çитĕнекен пепкесене тивĕçлĕ воспитани парасси, паллах, никамран та мар, мăшăртан, ашшĕпе амăшĕнчен килет.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика