Пĕлтĕрхи патне каялла таврăнса...

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:41 Просмотров: 274

Пикшик территори пайне кĕрекен Тикеш ялĕнчи аслă урамра "Юман" магазинтан аякрах мар вырнаçнă хуралтă çумĕнчи сухан-севок каяшĕн купи сапаланса выртнă пирки иртнĕ çул та çак вăхăтрах "Авангард" хаçат страницинче сăн ỹкерчĕк кăларнăччĕ. Пĕрре те мар тата... Çĕр ĕçĕпе тăрăшакан хуçа кăçалхи çуркунне те пахча çимĕç каяшне çак вырăнах, çул хĕрринчен алă тупанĕ евĕр курăнакан лаптăках купаланă (сăн ỹкерчĕке 2024 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче 9 сехетре тунă). Иртен-çỹрен çакна никам та сăнамасăр тăраймĕ. Çак кунсенчех купана тасатмасан, кунта усал шăршă сарăласси те куç кĕретех.

 Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сухан-севок туса илекен фермерсем, уйрăм хуçалăхсем питĕ нумай. Енчен те пурте унăн каяшне Тикешри евĕр урама, çул хĕрринех кăларса тăксан мĕн пулать-ши?

Альбина НИКОЛАЕВА сăн ỹкерчĕкĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика