Çемьере кашниех телейлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:39 Просмотров: 277

 Çемье вăл кашни çыншăн ăшă та хăтлă вырăн. Аслисен хỹттинче ỹсекен ачасем чăннипех те телейлĕ. Вĕсем ĕçе те пĕрле пайлаççĕ. Уявсене ушкăнпа йĕркелеççĕ. Çемье çулталăкне халалласа муниципалитет округĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ку хутĕнче эпир Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче çемьесен театр конкурсне йĕркелерĕмĕр. Кил-йышри хутшăнусене тата та çывăхлатас тĕллеве тĕпе хутăмăр.

Артистсем ытларах экологи темипе спектакльсене калăпларĕç. Конкурсра Карзаковсен, Елимовсен, Вазюковсен, Саликовсен, Сыразетдиновсен, Бургановсен, Гимаевсен, Сулеймановсен, Еремеевсен, Мартыновсен, Матросовсен çемйисем тĕрлĕ номинацире çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Тупăшăва Çĕрпỹри интернат-шкулти "Светлячки" театр студийĕ те хутшăнма кăмăл турĕ.

Çитĕнỹре çемьесемпе ĕçлекен Надежда Квасова, Алина Антонова, Инна Вазюкова, Гульнара Масяева, Гульнара Мухаметнурова, Татьяна Васильева, Галина Ибраева, Рузия Хамбикова, Надежда Кошелева, Энися Исхакова, Тансылу Бурганова пултарулăхне те палăртмалла.

Çемье çунат сарса çỹлелле вĕçме пулăшать. Çавăнпа та пултаруллисене палăртма, вĕсене хавхалантарма малашне те тăрăшăпăр.

Алина АНТОНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика