Паттăрсем манăçа тивĕç мар

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:00 Просмотров: 298

 Çак кунсенче Турханти вăтам шкулта Украинăри ятарлă çар операцийĕн паттăрне Иван Валерьевич Лисова асра тытса чыслă лару-тăрура Паттăрăн парттине уçнă.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ашшĕ-амăшĕпе мăшăрĕ, юлташĕсем, тăванĕсем, коллективри вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хутшăннă.

- Паттăрăн ятне эпир яланах асра тытатпăр. Вăл пурнăçне шеллемесĕр хăюлăх кăтартни пуриншĕн те ырă тĕслĕх,-палăртнă Равиль Фарахутдинович.

Иван Лисов 1992 çулта Упамсара çуралнă. Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри строительство техникумĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Унта специальность илнĕ хыççăн салтак атти тăхăннă.

2022 çулта мобилизаци йĕркипе Украинăри ятарлă çар операцине кайнă. 2023 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Иван Лисов паттăрла вилĕмпе ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăх кăтарнăшăн ăна "Паттăрлăхшăн" медальпе тата çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн орденпа (вилнĕ хыççăн) наградăланă. Паттăрăн партти хушшине ларма чăн малтан вĕренỹ хастарĕ, тĕрлĕрен творчество конкурсĕн çĕнтерỹçи 4 класра вĕренекен Карина Вавилова тивĕçнĕ. Юлашкинчен шкул ачисем пурте Иван Лисовăн паттăрлăхне асра тытма тупа тунă.

 Сăмах май каласан, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă кашни паттăр ячĕпех Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкулсенче Паттăрăн парттине уçаççĕ, çак ятпа сумлă мероприяти йĕркелеççĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика