Вăрçă паттăрĕн аса илĕвĕсем тăрăх - кĕнеке

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:22 Просмотров: 339

АНАТТуçа каччи Леонид Нилович Кузнецов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 18 çул тултарсанах, 1942 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче тухса кайнă. Çамрăк салтак Мускав патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Аманса сипленĕ хыççăн Крыма ирĕке кăларассишĕн пыракан çапăçура миномет взвочĕн командирĕ пулнă. Вăрçă çулĕсемпе Карпат тăвĕсем витĕр Прагăна çитнĕ. Аслă Çĕнтерỹ хыççăн та киле тăруках таврăнайман-ха.Тепĕр икĕ çул Закарпат облаçĕнче бендеровецсене хирĕç çапăçнă. Аслă лейтенет киле икĕ орденпа таврăннă.

Пурăннă чухне Л. Кузнецов хăй вăрçă çулĕпе утса тухнă пирки аса илỹсем çырнă. Çак кунсенче вĕсене тĕпе хурса Николай Ларионов журналист "Йывăр пулчĕç, вăрăм пулчĕç... вăрçă çулĕсем" документлă повеç пичетлесе кăларчĕ. Сăмах май каласан, авторăн маларах çеç "Урал тăвĕсем хушшине кĕтĕм те.." çул çỹрев тĕрленчĕкĕсем кун çути курнăччĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те "Авангард" хаçат редакцийĕнче чылай çул тăрăшнă журналист çулсеренех çĕнĕ кĕнекесем кăларать-ха...

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика