Мошенниксем тỹлевсĕр сервис урлă улталасшăн!

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:01 Просмотров: 326

ЮЛАШКИ кунсенче çеç Раççейри киберполици сотрудникĕсем телефон мошенникĕсенчен асăрханмалли пирки видеоролик Интернет тетелне кăларчĕç. Ултавçăсем сирĕн пата Перекет банкĕн "900" номерĕпе мессенджер урлă, ватсаппа, видеошăнкăравпа тухма пултараççĕ. Çапла туса вĕсем робот евĕр система мелĕпе сăна ỹкерсе илсе биометри мелĕпе сирĕн пата кĕме, вăрттăнлăха пĕлме, укçа-тенкĕне те куçарса илме пултараççĕ. Ечен те эсир видеоçыхăнăва татсан, вĕсем тỹрех çухалаççĕ.

Хисеплĕ вулакансем, Перекет банкĕн сотрудникĕсем нимĕнле ыйтупа та ватсап урлă сире чăрмантармаççĕ. Çакна манса ан кайăр!

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика