Владимир Перлова манмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 16:01 Просмотров: 337

Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Афган вăрçинче пуçне хунă Владимир Перлова асра тытса спорт залта волейбол турнирĕиртнĕ.

 Владимир спорта ачаран юратнă. Шкулти пур ăмăртăва та хутшăннă.

 Турнира 3 команда явăçнă. Вăййа хутшăнакансен пултарулăхĕпе куракансем савăнса тăнă, вылякансене хавхалантарнă.

 Пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕшне Турханти, виççĕмĕшне Первомайскинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсен командисем йышăннă. Çĕнтерỹçĕсемпе мала тухнисене кубоксемпе, дипломсемпе, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика