Хусан хула ипподромĕнче лаша спортне юратакансен Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен чи пултаруллă урхамахсем хутшăнчĕç.
Виççĕмĕш чупура Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКара инструктор пулса ĕçлекен пĕрремĕш категориллĕ урхамахçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ спорт ĕçченĕ Алексей Краснов "Исток" çĕр ĕç фирмин Уникс лашипе 2400 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Унăн вăхăчĕ 3 минут та 17 секкунд. Çакăншăн вăл "Коневодство и конный спорт" журналăн парнине тивĕçрĕ.
Пиллĕкмĕш чупура пĕрремĕш категориллĕ урхамахçă, Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Николай Пыркин Панкерт РМ урхамахĕпе 1600 метрлă дистанцинче хĕллехи ипподромăн рекордне çĕнетрĕ. 2 минут ытларахра тухса "Витта" ячĕпе парне тата кубок çĕнсе илчĕ. Урхамахĕ вара Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕн директорĕн Валерий Красновăн.
Пĕтĕм тĕнчери наука тата гуманизм кунне халалланă тăваттăмĕш чупура Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Петр Храмов Лоцман ЗТ урхамахĕпе 1600 метрлă дистанцире каллех пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн вăхăчĕ 2 минут та 7 секкунд. Шăнкăртам ялĕнчи çамрăк урхамахçă Фенил Земдиханов виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
Николай КРАСНОВ Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
