Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.02.2024, 18:27 Просмотров: 167

Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта сумлă лару-тăрура Иван Волков ячĕпе Герой парттине уçнă.

Мероприятие муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, 104-мĕш сывлăш десант дивизийĕн гварди аслă прапорщикĕ Владимир Латышов, педагогсем, вĕренекенсем тата тăванĕсемпе паттăр юлташĕсем хутшăннă.

Сăмах илнĕ май Ирина Рубцова Иван Волков пуриншĕн те паттăрлăхĕпе, харсăрлăхĕпе тĕслĕх пулнине палăртнă. "Вăл Тăван çĕршыва хỹтĕлесе, пирĕн малашлăхшăн пуçне хунă. Паттăрсене асра тытмаллах", - тенĕ Ирина Петровна.

Пуçласа Герой партти çине ларма конкурссенче, предмет олимпиадисенче çĕнтерỹçĕ пулнă, призера тухнă 9 класра вĕренекен Анастасия Аппакова тивĕçнĕ. Шкулта пĕлỹ пухакансем Тăван çĕршывшăн кĕрешĕве кĕрсе пуçĕсене хунисене асра тытса пĕр самант шăп тăнă.

Иван Волков çак ялта çуралса ỹснĕ. Алманчăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина колледжне çул тытнă. 2010 çулта çар ретне тăнă. Унтан таврăнсан Шупашкарти пĕрремĕш клиника больницинче ĕçленĕ. 2013 çулта вара ăна Ульяновск хулинчи 31-мĕш гвардейски десантпа штурм бригадин парашютпа десант батальонĕн медицина взвочĕн санитари инструкторĕ пулма çирĕплетнĕ. 2022 çулхи февраль уйăхĕнче Украинăри çар операцине кĕнĕ. Мартăн 3-мĕшĕнче пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика