Командăпа - пĕрремĕш

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2024, 21:20 Просмотров: 308

Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулта республикăри 2009 çулсенче тата унран каярах çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче алă вăй виçессипе мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов, республикăри армрестлинг федерацийĕн президенчĕ Алексей Атласкин саламланă.

Ăмăртăва Шупашкар хулинчи, Шупашкар, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Патăрьел муниципалитет округĕсенчи 70 спортсмен хутшăннă.

Патăрьел муниципалитет округĕн команди пĕрремĕш, Комсомольскисен иккĕмĕш, Шупашкар округĕн виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

2023 çулта пирĕн муниципалитет округĕнчи Эльмира Алеевăпа Гелюсе Камалетдинова армрестлингпа Раççейĕн, сакăр спортсмен Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышне кĕме пултарнă.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика