Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" спорт шкулĕн залĕнче кире пуканĕ йăтса Чăваш Республикинче мала тухассишĕн 2001-2005 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе 2008 çулта тата унран каярах çуралнă хĕрачасем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Унта Чăваш Енри муниципалитет округĕсемпе хуласенчи 60 ытла спортсмен хутшăннă. Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем те ăмăртуран пăрăнса юлман.
Карина Плечова (63 килограмлă виçере), Аделина Краснова (48), пĕрремĕш, Игорь Алексеев (85), иккĕмĕш, Лиана Назарова 4-мĕш , Ефросинья Сулагаева (48) 5-мĕш вырăнсене йышăннă. Тренерĕсем - А.Алексеевпа В.Глинкин.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
