Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:18 Просмотров: 416

ЧАССР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти электрохатĕрсем кăларакан завод директорĕ пулнă Леонид Филиппович Башкиров (07.02.1929 - 19.01.1992) 95 çул каялла Патăрьелĕнче çуралнă.

 Леонид Башкиров Пĕтĕм союзри куçăмсăр политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн В.И.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешỹре инженер, каярахпа Шупашкарти "Чăвашкабель" завод директорĕ пулса ĕçленĕ. 1965-1987 çулсенче Шупашкарти электрохатĕрсем кăларакан завод директорĕ пулса тăрăшнă. Вăл ертỹçĕ пулса ĕçленĕ чухне производство калăпăшĕ ỹснĕ, çĕнĕ приборсем кăларма тытăннă.

 Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ентешĕмĕре Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп палли орденсемпе наградăланă.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика