Çемье юбилейĕ - пĕрлехи савăнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:17 Просмотров: 409

ФЕВРАЛЬ уйăхĕнче çине-çинех çемье савăнăçне пĕрле пайламалли уявсем иртĕç. Мĕнпурĕ 13 мăшăр çемье çавăрни 50, 55, 60 çул çитнине паллă тăвĕç. Акă, Пăлапуç Нурăсĕнчи Геннадийпе Валентина Артамоновсем, Патăрьелĕнчи Юрийпе Зоя Стекловсем, Шăнкăртамри Минегалипе Меслимя Хафизовсем 50 çул пĕрле пурăннă ятпа тăванĕсене кĕрекене пуçтарчĕç те ĕнтĕ. Çавăн пекех Кивĕ Катекри Вячеславпа Галина Маркидановсем, Кзыл Чишмари Рустямпа Дания Салимгереевсем, Аслă Чементи Иванпа Мария Шатуновсем, Каншелĕнчи Василийпе Клавдия Ванисовсем, Первомайскинчи Леонидпа Галина Киргизовсем те ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Кивĕ Ахпỹртри Виталийпе Елена Курицынсем, Тутар Сăкăтĕнчи Зинурпа Рафия Салиховсем 55 çул, Хирти Пикшикри Аляльтдинпа Минигельсем Кисеевсем, Кивĕ Ахпỹртри Николайпа Валентина Кошкинсем, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Ильяпа Мария Ильинсем 60 çул пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсене çывăх çыннисем изумруд тата бриллиант туйсен ячĕпе ăшшăн саламлĕç, çемье телейне пĕрле пайлĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика