Ĕçпе те йăпанаççĕ, салтаксене те ырă тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:12 Просмотров: 380

КЗЫЛ КАМЫШРА пурăнакан хастар хĕрарăмсемпе пенсионерсем республикăри кĕмĕл волонтерсен пуçарăвĕпе йĕркелекен "Хамăр ăшша салтаксене паратпăр" проекта хутшăнса нумай пулмасть çеç ятарлă çар операцинчи салтаксем валли 25 мăшăр ăшă чăлха çыхса парса янăччĕ. Ыр кăмăллăх ушкăнĕ хăйсем йĕркеленĕ пархатарлă ĕçе малалла тăсаççĕ. Вĕсем кашни кунах ял клубне пуçтарăнса ушкăнпа чăлха çыхаççĕ. Çапла майпа ĕçпе те йăпанаççĕ, çар тивĕçне пурнăçлакансене пысăк парне те тăваççĕ.

Ял клубĕнчи культорганизатор Рузалия Якупова пĕлтернĕ тăрăх, Сембель Юнусова, Феиме Халитова, Гельнебиа Ибетова, Венера Халитова, Нурие Абдулвалеева, Алсу Кеметова, Лилия Якупова кил-тĕрешри ĕçсене пĕтерсенех культура вучахне алă ĕç тума пуçтарăнаççĕ, салтаксене çĕнтерĕве çывхартма хавхалантараççĕ.

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика