ХĔЛ уйăхĕн юлашки уйăхĕ çуркуннене çывăх пулин те пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси тĕп вырăнта пулмалла. Çавăнпа та мунча хутнă, электрокăмакапа усă курнă е тата шашлăк пĕçернĕ чухне те вут-кăвартан çирĕп асăрханмалла. Шăпăрлансене килте пĕччен хăварманни те инкек-синкеке сирĕ. Патăрьелĕнчи пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, январьте пирĕн тăрăхра тĕрлĕрен сăлтавпа виçĕ пушар тухнă. Мухтав Турра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ хут сахалтарах. Çапах та çакă пушар хăрушсăрлăх йĕркине хавшатмалли сăлтав ан пултăр.
Август 2026 |
