Паттăр ен спортсменĕсем те хĕллехи ГТОн фестивальне хутшăнĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:11 Просмотров: 421

 РЕСПУБЛИКĂРА массăллă спорта аталантарас, çынсен ытларах пайне физкультурăпа спорта явăçтарса сывлăхне çирĕплетес, çав вăхăтрах ГТО нормативĕсен кăтартăвне лайăхлатас, пултаруллă спортсменсене, уйрăм çемьесене палăртас тĕллевпе хĕллехи спорт фестивальне ирттерме палăртнă. Ăна икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Чăн малтанах вăл февралĕн 1 - 11-мĕшĕсенче хуласемпе муниципалитет округĕсенче иртĕ. Иккĕмĕш тапхăрне вара çĕнтерỹçĕсем хутшăнса муниципалитет округĕн чысне хỹтĕлĕç. ГТОн хĕллехи нормативне тултарма хутшăнакан Юхма Ен спортсменĕсем те регион шайĕнчи фестивале пысăк хастарлăхпа хутшăнĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Спорт фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕ февралĕн 17-мĕшĕнче Красноармейскинчи спорт комплексĕнче иртет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика