Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров хушнипе Чăваш Республикинчи федераци инспекторĕ Григорий Сергеев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă чухне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула çитсе курнă, ачасен апатланăвне мĕнле йĕркеленипе паллашнă. Вĕсемпе пĕрле пĕлỹ çуртне Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская тата Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев та çитсе курнă.
1950 çулта çĕкленĕ шкул зданийĕ вăхăт иртнĕ май 70 процент таранах кивелнĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ спорт тата культура мероприятийĕсем ирттерме ятарлă пỹлĕмсем те çук, ачасене юнашарти ача садĕнче апатлантараççĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ ача садне реконструкци туса пуçламăш шкул-ача сачĕн (спортзалпа пĕрле) проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, патшалăх экспертизи витĕр тухнă.
Пĕтĕмĕшле шкул ĕçĕ-хĕлĕпе апатланăва аван хак панă, тĕрĕслевпе надзор органĕсем палăртнă çитменлĕхсене малашне шута илĕç.
Александр ИВАНОВ
Август 2026 |
