Тăватă тытăçура çĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:38 Просмотров: 235

 Ульяновск хулинче 16 çула çитичченхи каччăсемпе хĕрсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Тутарстан, Мордва, Пушкăрт, Чăваш, Мари Эл, Удмурт Республикисенчи, Пермь, Чулхула, Пенза, Самар, Саратов, Оренбург, Ульяновск облаçĕсенчи чи вăйлă кĕрешỹçĕсем хутшăннă. Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕнче Вячеслав Спиридонов тренер патĕнче ăсталăхне туптакан Игорь Рябчиков тăватă тытăçура çĕнтерме пултарнă. Çапла вара вăл 48 килограмм таякан 38 спортсмен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика