Тăван тавралăх илемĕ хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:29 Просмотров: 454

Кашни çыншăн тăван ен, тăван тавралăх темĕнрен те хаклăрах, çывăхрах. Çавна май хамăр пурăнакан территорие, çырма-çатрана, вăрман тăрăхĕсене тирпейлĕ тытасси, вĕсене тасатасси - пирĕн пĕрлехи тивĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çывхарса килекен 2024 çула "Экологи культури тата çут çанталăка упрамалли çулталăк" тесе ят пачĕ.

Çак кунсенче Туçа территори пайĕнчи библиотека, администраци, шкулсемпе ача сачĕсенчи ĕçченсем кар тăрса пĕрле пĕр эрне тăршшĕпех Козловка-Пăлакассипе Кивĕ Ахпỹрт, Кивĕ Ахпỹртпе Тури Туçа, Тури Туçапа Анат Туçа ялĕсене пĕрлештерекен аслă çул хĕрринчи хăрнă, çил-тăвăлпа йăваннă тирексене тасатрăмăр. Пархатарлă ĕçе пурнăçлама "Тойсинкая" çĕр ĕç фирми (ертỹçи Геннадий Рубцов), Кивĕ Ахпỹртри Петр Кошкинăн фермер хуçалăхĕ, Анат Туçари Эдурд Беззубов староста, Пăлакассинчи Олег Плешковпа Юрий Козлов техника парса, Тутар Тимешĕнчи Марс Салиховпа ял халăхĕ пулăшу кỹчĕç.

Экологи субботникĕнчен ялти хастар ватăсем те айккинче юлмарĕç. Акă, Козловка-Пăлакассинчи Александр Егорович Каштанов тăххăрмĕш теçеткере пулнине пăхмасăрах хăйĕн мăшăрĕпе каснă йывăçсене сыпăласа пĕчĕк кỹмепе турртарса тăчĕç.

-"Гвардеец" колхозри вăрман тăрăхĕсем, тирексем куç умĕнче ỹсрĕç, тĕрекленчĕç. Шел пулин те хăшĕ-пĕри хăрма та тытăнчĕ. Аслă çул хĕрринчи йывăçсене пăхса тăни, тасатни, вĕсем вырăнне çĕннине лартни кирлех,- терĕ Александр Каштанов ĕç ветеранĕ.

 Пĕрле чухне ĕçлеме те, канма та, çĕнĕ çитĕнỹ тума та ансат. Экологи субботникне хутшăннă кашни çынна тав сăмахне çитересшĕн. Хамăр тавралăха пĕрлехи вăйпа таса та тирпейлĕ тытни пирĕн малашлăхпа, сывлăхпа та çыхăннă.

 Алена МАЛЬЦЕВА, Туçа территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика