Çамрăк офицер виçĕ хутчен Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:21 Просмотров: 396

Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ çамрăк офицер, "Уголек" позывнойпа çỹрекенскер виçĕ хутчен Паттăрлăх орденне илме тивĕçнĕ!

Вăл Украинăри ятарлă çар операцине çар училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн çур çултан çитнĕ. Кăкăр çинчи пĕрремĕш ордена хăйĕн составне эвакуацилессине ăнăçлă йĕркеленĕшĕн панă.

Тепĕр уйăх çурăран пирĕн ентеш каллех паттăрлăхпа палăрнă. Вăл ертсе пынипе икĕ çар машини палăртнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă. "Кашни кунах планласа, шутласа ĕçленĕ. ВСУ позицийĕсем патне куçа-куçăн тенĕ пек çитрĕмĕр, тỹр- реммĕн пеме пуçларăмăр. Вĕсен каялла чакма тиврĕ",-çапла каласа парать çамрăк офицер. Çакăн хыççăн ентеш иккĕмĕш ордена тивĕçнĕ. 2023 çулхи кĕркунне çарти пĕтĕмĕшле çитĕнĕвĕсемшĕн унăн кăкăрĕ çинче виççĕмĕш орден вырăн тупнă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Февраль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 1 2 3

Яндекс.Метрика