Килĕшрĕ экскурси

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2023, 21:45 Просмотров: 215

Иннополис - Тутарстанăн хăйне евĕрлĕ илĕртỹллĕ вырăнĕ. Унта пурăнакан кашни виççĕмĕш çын ученăй е айтишник. Хула Хусантан 40 çухрăмра вырнаçнă. Унта программистсем, инженерсем, изобретательсем ĕçлесе пурăнаççĕ. Кунта водительсĕр таксисем çỹреççĕ. Заказсене робот-курьерсем леçсе параççĕ. Çĕнĕлĕхе курса тĕлĕнмелĕх пур. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 7 класĕнче вĕренекенсем Инга Селиванова тата Татьяна Наумова класс ертỹçисемпе çула тухрĕç те унта.

Вĕренекенсем А.Попов ячĕллĕ ункă евĕрлĕ технопаркра пулчĕç. Университетпа, ытти илĕртỹллĕ вырăнсемпе паллашрĕç. Кунта вĕренме килес ĕмĕт çуралчĕ хăшĕсен.

Ĕмĕтленни пăсăклă мар, теççĕ. Тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Çул çỹрев пурне те килĕшрĕ.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика