Юратнă професси кĕçĕн лейтенанта йывăрлăх кỹмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2023, 20:43 Просмотров: 288

 Паян РФ ШĔМĕн участокри уполномоченнăйсен кунне туса хунăранпа 100 çул çитрĕ. Çак уяв полици службинче тăрăшакансемшĕн пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Участковăйсен ĕçĕ яваплă та, нумай енлĕ те. Вĕсем хăйсене шанса панă территори пайĕсенчи, ялсенчи йĕркелĕхшĕн, тăнăçлăхшăн, çынсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе те ăнланса пурăнассишĕн тата ыттишĕн те яваплă.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи Федор Анюров (сăн ỹкерчĕкре) участокри уполномоченнăйсенчен çулĕпе те, ĕç опычĕпе те чи кĕçĕнни-ха. Çăмăл мар служба ĕçне "кỹлĕнни" çулталăк çеç çитет. Çапах та кĕçĕн лейтенант хăйне шанса панă ĕçе чун-чĕререн, кăмăлтан, вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлать. Хальхи вăхăтра Федор Анатольевич яваплăхĕнче Нăрваш Шăхаль, Çĕньял, Турхан, Шăхач, Аслă Чемен территори пайĕсенчи 15 ял. Кĕçĕн лейтенант çамрăк пулин те вырăнта ваттисемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла хутшăнса ĕçлеме тăрăшать.

- Ытларах вырăнсенче çемьере эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланманни, хирĕç тăни тĕл пулать. Вĕсемпе çийĕнчех калаçу ирттеретĕп. Çул çитмен ачасемпе тимлекен комисси членĕсемпе тăтăшах рейдсенче пулатпăр, ултавçăсен серепине çакланасран асăрханмалли пирки те калаçу ирттеретпĕр тата ытти те. Хамăн ĕçе кăмăлтан пурнăçлатăп. Шанатăп, çакă мана малашне те йывăрлăх кỹмĕ,- терĕ Федор Анюров хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика