Манăçмасть Митта

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2023, 19:29 Просмотров: 304

Наци библиотекинче сумлă лару-тăрура чăваш литература классикĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа "Манăçми Митта" ятпа курав уçрĕç.

 Унта Раççей Художникĕсен союзĕн членĕн Валерий Красновăн, Елчĕк муниципалитет округĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ ỹнерçĕн Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе кун-çулне сăнлакан чылай ỹкерчĕкне вырнаçтарнă. Ỹнерçе çакăн пек хăватлă утăм тума Митта сăввисене тарăн вулани, вĕсене ăша илни тата вăл поэт çуралнă яла, Аслă Арапуçне, ятарласа кайса Василий Егорович утса çỹренĕ вырăнсене курса çỹрени, çыннисемпе паллашни хавхалантарнă. Халиччен Митта Ваçлейне ỹнер искусствинче çапла тарăннăн кăтартса пани пулманччĕ-ха.

Курава республикăри паллă поэтсемпе писательсем, ăсчахсем, журналистсем, Митта Ваçлейĕн мăнукĕ Дарья Мартыненко, ентеш пултарулăхне хаклакансем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Валерий Краснов ĕçĕсене пысăк хак пачĕç.

Курава уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăнчĕ. Первомайски территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Сорокин, Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕсем Николай Ларионовпа Николай Николаев сăмах каларĕç. Курав пĕр уйăха пырать. Кăмăл тăвакансем унта кайса курма пултарĕç.

Сăмах май, декабрь уйăхĕнче Юхмапа Пăлаçи тăрăхĕнче Митта Ваçлейĕ 115 çул тултарнине тата унăн литература премийĕн фондне туса хунăранпа 40 çул çитнине анлăн паллă тума палăртнă.

 Николай ДМИТРИЕВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика