Шкул автобусĕпе çăмăл автомашина çапăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2023, 19:21 Просмотров: 326

ИНÇЕ çула тухакан кирек мĕнле транспорт хуçи те руль умĕнче пысăк яваплăха туймалла, çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнмалла. Ачасемпе е йышлă çынпа тухакан автобус водителĕн ку тĕлĕшпе тата ытларах тимлĕ пулни те вырăнлă. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Комсомольскинче Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи автобус çăмăл автомашинăпа çапăннă. Вĕсем Шупашкартан "Асам" фестивальтен таврăннă. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев пĕлтернĕ тăрăх, руль умĕнчи 54 çулхи арçын светофор умĕнче чарăннă чухне дистанцие пăхăнмасăр малта пыракан "Тойота" çине пырса кĕнĕ. Виçĕ ачана çапăнса ыраттарнине пула больницăна илсе çитернĕ. Иккĕшне çийĕнчех каялла янă, пĕрне янах шăммине ыраттарнипе Шупашкар хулин Ача-пăча больницине илсе кайнă. 7 автобусран тăракан колонна умĕнче ГИБДД экипажĕ пулнă. Ĕç-пуçа йĕрке хуралçисем пайăрлатаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика