Ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.11.2023, 18:22 Просмотров: 418

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче аграрисем ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявне паллă тунă. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Аграрниксене ЧР Правительствин вице-премьерĕ Сергей Артамонов уяв ячĕпе саламланă, малашне те çĕнĕ çитĕнỹсем тума сывлăх суннă, республикăри уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кăçал 970 пин ытла тонна тĕштырă пухса кĕртнĕ. Кăтарту 2022 çулхинчен кăштах сахалтарах. Çав вăхăтрах çĕрулми, пахча çимĕç, хăмла, ытти хăш-пĕр культурăна çитĕнтерсе пухса илессипе иртнĕ çулхинчен тухăçлăрах ĕçленĕ. Кашни ĕнерен сĕт суса илессипе те кăтартуллă. Вице-премьер докладра ытти ỹсĕме те палăртнă.

Уява пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, кăçалхи çитĕнỹсемшĕн тав тунă, малашлăх тĕллевсене çивĕчлетнĕ. Техника туяннă тăкакăн 40 процентне çитес çул та саплаштарма, лимита пăхса бюджетран укçа хушса пама шантарнă.

Аграрниксен професси уявĕнче экономика ăмăртăвĕнче тĕрлĕ продукци туса илес енĕпе мала тухнă муниципалитет округĕсене, агропромышленность комплексĕн организацйĕсене, фермер хуçалăхĕсене диплом тата хаклă парне парса чысланă.

Сăмах май каласан, ноябрĕн 17-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи аграрниксем професси уявне паллă тăваççĕ.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика