Малашне Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăна илĕртỹл- лĕ хапхаран киленсе кĕрĕпĕр.
Строительство ĕçĕсемшĕн "Наследие" тулли мар яваплă пĕрлешỹ яваплă пулнă. Архитектура дизайнĕ тĕпрен илсен икĕ пĕчĕк йывăç çуртран тăрать. Вăл вырăнĕпе те, тавралăхпа та, уçланкăпа та килĕшỹллĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулсеренех иртекен Акатуй-Сабантуйне кĕмелли илĕртỹллĕ тĕп хапха аслă çул хĕрринчен те илемлĕ курăнать, уява хăнасене хапăл тунине систерет.
(Хамăр корр.).
Октябрь 2024 |