Моряксене халалласа - палăк

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2023, 20:38 Просмотров: 517

Раççей çар флотне йĕркеленĕренпе 327 çул çитнĕ май, Кивĕ Ахпỹртре тата çак тăрăхра çуралса ỹснĕ, флота чĕререн парăнса, унăн йăли-йĕркине хисеплекен моряксене халалласа савăнăçлă лару-тăрура палăк уçнă.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Ульяновскри "Морское братство" пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Емелькин 2-мĕш рангри капитан, Туçа территори пай пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Мальцева, çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей тата ытти сумлă хăнасем, ял халăхĕ хутшăннă.

 "Çак палăк ялăн мăнаçлăхĕ, çитĕнекен ăрура патриот туйăмĕ вăратакан вырăн пулса тăрасси каламасăрах паллă",- тесе палăртса хăварнă Рудольф Селиванов.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика