Чи пултаруллисене палăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2023, 20:30 Просмотров: 471

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Кзыл Чишмари "Сэлэт-Батыр" çамрăксен вĕрентỹ центрĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи "Геннадий Айхи тата Кави Латып еткерçисем" литература конкурсне уçнă çĕре хутшăннă.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - чăваш, тутар литературинче хăйсен ăсталăхне туптама пикенекен çамрăксене аталанма пулăшасси. Унта Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен пин ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ жанрта - поэзире, ача-пăча литературинче, драматургипе публицистикăра кăтартнă. Тупăшура Патăрьел муниципалитет округĕн 150 ытла çамрăкĕ ăсталăхпа палăрнă.

Конкурс темиçе тапхăрпа иртнĕ. Эксперт ушкăнĕ октябрĕн 14-21-мĕшĕсенче кашни ỹсĕмрен тăратнă ĕçсенчен чи лайăххисене суйласа илнĕ. Финалта вĕсене валли культура мероприятийĕсемпе тата мастер-классемпе пуянлатнă икĕ кунлăх вĕрентỹ тата илĕртỹллĕ программа хатĕрленĕ.

Пĕтĕмлетỹ мероприятине уçнă май Рудольф Селиванов унта хутшăнакансене саламланă. Вăл çамрăк талантсене аталану çул-йĕрĕ çинче пулăшмаллине, вĕсен ăсталăхне аталантарма кирлине каланă. Малашлăхра конкурса хутшăнакансенченех паллă çынсем, писательсемпе поэтсем, драматургсем тухасса шаннине палăртнă.

Конкурс финалисчĕсем хăйсен произведенийĕсене анлă аудиторине кăтартса писательсемпе литература критикĕсенчен тивĕçлĕ хаклав илме май пулнишĕн чунтан савăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика