Çанталăк сивĕтет, кустăрмасене улăштарма хистет

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2023, 19:39 Просмотров: 183

 РЕСПУБЛИКĂРА Пукрав уявĕ хыççăн пĕрремĕш юр палли пулчĕ. Çанталăк ирхине тата каçхине уйрăмах сивĕтсе пыни сисĕнет. Çавăнпа та РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев водительсене автомашина кустăрмин çуллахи резинисене хĕллехисемпе улăштарма вăхăт çитнине асăрхаттарать. Алексей Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх, çулсеренех çанталăк хĕл еннелле куçнă вăхăтра аварисен шучĕ ỹсет. Çавăнпа та çуллахи кустăрмасемпе теветкеленсе çула тухни инкек патне те илсе ан çитертĕр тесен çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнмаллах.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика