Сывлăхлă пулни паха

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2023, 20:39 Просмотров: 252

Сывă пурнăç йĕрки уйăхлăхпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6 класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе "Сывлăхлă пул" темăпа пуху иртрĕ.

 Çитĕнекен ăрăва сывлăхлă пулни питех те паха. Аслисем каланине яланах итлеме тăрăшмалла. Вĕрентекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе, ачасемпе пĕр тĕвĕре ĕçлени çитĕнỹ тума пулăшатех. Акă компьютер вăййисем нумай вăхăта илеççĕ. Вĕсене пула чирлекенсем те пур. 20-25 минут ларнă хыççăн куçа кантармаллах.

Пухăва истори тата обществознани вĕрентекен Надежда Кошкинăна та чĕнчĕç. Надежда Александровна килти ĕçе компьютерпа мĕнле пурнăçламалли çинче чарăнса тăчĕ.

Юлашкинчен "Сывлăхлă ỹт-пỹ - сывлăхлă ăс-тăн" видеоролик пăхрĕç.

Ольга КАЛЛИНА, класс ертỹçи

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика