Ентеш парнисемшĕн старта тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2023, 10:31 Просмотров: 211

 Первомайскинчи стадионта çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕн Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ.

Старта тăракансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, хăтлăх кĕртессипе территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Анисия Воробьева, Первомайски территори пайĕн начальникĕ Анатолий Сорокин, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Владимир Федоровпа Александр Иванов саламланă, ăнăçусем суннă. Ăмăрту пысăк çитĕнỹсем патне туртăнма май парасса шаннине палăртнă.

Ăмăртакансем ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе тата кăçалхи вĕренỹ çулĕн спартакиади шучĕпе 300, 500, 1000, 2000 тата 3000 метра старта тăнă.

Унта Патăрьел, Комсомольски муниципалитет округĕсенчен тата Шупашкар хулинчен 280 спортсмен мала тухассишĕн чупнă.

Командăпа илес пулсан пĕрремĕш вырăна Первомайскинчи, иккĕмĕшне Аслă Чементи, виççĕмĕшне Турханти вăтам шкулсенче вĕренекенсем тухнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика