Вăрçă ачисене халалланă палăк пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 19:52 Просмотров: 263

Патăрьел муниципалитет округĕнче вăрçă ачисене халалласа палăк лартма хатĕрленеççĕ. Монументăн тĕп шухăшĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нуши-тертне чăтса ирттернĕ ачасен пурнăçне сăнласси.

Çак тĕллевпе Патăрьел округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Светлана Чернова ертсе пынипе канашлу иртнĕ. Тĕл пулура вăрçă ачисене халалланă палăк мĕнлерех пулассине сỹтсе явнă, проект пирки кашниех хăйĕн шухăшне палăртнă. Ларăва хутшăннă Раççей Художникĕсен союзĕн членĕ Мидхать Шакиров хăйĕн сĕнĕвне тăратнă.

Канашлура палăк эскизне темиçе те хатĕрлеме йышăннă. Çакăн хыççăн сасăлавпа тивĕçтерекен вариантне суйласа илĕç.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика