Коронавирусран асăрханма ансатрах, сипленме çăмăлах мар...

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 19:36 Просмотров: 255

ÇАНТАЛĂК улшăннă вăхăтра çулсеренех ОРВИ, грипп чирĕсем ача-пăчана та, аслине те аптратнине сăнатпăр. Халĕ тата вĕсен çумне коронавирус хутшăнчĕ. Усал амак иртнĕ çулсенче самай çынна хавшатса хăварчĕ, хăшне-пĕрне вăхăтсăрах çут тĕнчерен уйăрчĕ... Чир пиртен пĕтĕмпех кайман-ха. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри поликлиника заведующийĕ Фирия Хафизова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна пилĕк çын çак чиртен сипленет. Фирия Феридовна хальхи вăхăтра та коронавирусран, çавăн пекех грипран та сиплев учрежденийĕсенче вакцина тума май пуррине пĕлтерчĕ. Чи кирли тата пĕлтерĕшли вара кашниех чир-чĕртен асăрханас тĕллевпе профилактика йĕркине пăхăнмалла, дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмалла, çын йышлă çỹрекен вырăнта, çав вăхăтрах больницăра та маска тăхăнмалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика