Çĕнетсе капăрлатнă кинозал пурне те хапăл тăвать

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2023, 20:30 Просмотров: 178

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ централизациленĕ клуб системинчи иккĕмĕш хутра "Кинобатыр" çĕнĕ кинозал ĕçлеме пикенчĕ. 40 вырăнлă залра пысăк экранран кăмăлтан фильмсем пăхса киленме пулать. Унта культурăллă ларса кино курма мĕн пур услови çителĕклĕ. Хулари евĕр çемçе те хăтлă креслăсем, сарлака экран, çутă, сасă енĕпе те пахалăх пысăк. Кинона аслисем те, ачасем те çỹреççĕ. Сăмах май каласан, сентябрĕн 28-мĕшĕнчен ачасем билетсене Пушкин карттипе туянма тытăннă. "Иван Семенов: Большой поход" тата "Тут все свои" фильмсене шкулта вĕренекенсем шăпах акци майĕпе пăхма пултараççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика