Кĕрхи ыхра лартасси

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2023, 20:49 Просмотров: 150

Сентябрь вĕçĕнче хĕллехи ыхрана лартса хăварма юрать.

Ыхрана шăлсем çине пайламалла, марганцовка ирĕлчĕкĕнче (1 литр шыв пуçне 5 грамм) 10 минут тытмалла, унтан шывра чỹхемелле.

Касăсене 15-20 сантиметр тарăнăш тумалла, унтан çĕрĕк тăпри е компостпа тăпра хутăшне хумалла. Шыв сапнă хыççăн ыхра шăлĕсене 5 сантиметр тарăнăшне лартмалла, кашнин хушши 15 сантиметр, ретсем пĕри тепринчен 25-30 сантиметрта пулмалла.

 Ыхран вăррисене (папкаран вĕтетсе хатĕрленисене) 3 сантиметр тарăнăшне, пĕр-пĕринчен 2-3 сантиметртан, ретсен хушшине 15 сантиметр хăварса акмалла. Касăсене çиелтен 3-5 сантиметр хулăнăш çĕрĕк тăприпе, торфпа хуплама юрать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика