Ыр кăмăллăх фончĕ хастарсене стипендипе те тивĕçтерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2023, 20:30 Просмотров: 149

АСЛĂ ЧЕМЕН территори пайĕнчи "Чемен" ыр кăмăллăх фончĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тăлăх, йывăр шăпаллă ачасене, вĕренỹре, спортра, общество пурнăçĕнчи хастар маттурсене укçа-тенкĕпе хавхалантарасси, пулăшасси.

Коммерцилле мар организаци представителĕсем кăçалхи Пĕлỹ кунĕнче Аслă Чементи вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен икĕ хастара - Ангелина Макаровăпа Маргарита Кошелевăна - свидетельствăсем панă. Педагогсен канашĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн хĕрачасене кăçалхи вĕренỹ çулĕнче асăннă фонд шутĕнчен кашни уйăхрах 500-шер тенкĕ стипенди парса тăрĕç. Чиперккесем сентябрĕн "шалăвне" çак кунсенчех алла илĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика