Çĕнĕ урамра пурăнакансем çĕнĕ хыпарсемпе паллашаймаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2023, 07:13 Просмотров: 141

КУ ЧУХНЕХИ Интернет ĕмĕрĕнче çĕнĕ хыпар-хăнар çиçĕмле хăвăртлăхпа тĕнчипех саланать. Çапах та муниципалитет округĕнче пулса иртекен ĕçсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсемпе çырнă информацисем, фоторепортажсем, интервьюсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тухса тăракан "Авангард" хаçатра çеç пичетленеççĕ. Хисеплĕ вулаканăмăрсем патне эрнере икĕ хутчен саланаканскере паянхи кун тăватă пине яхăн çын чăтăмсăррăн кĕтет.

Тутар Сăкăт ялĕнче те райхаçатăн тусĕсем сахал мар. Вăл тата ытларах та пулма май пур. Анчах та ялта почтальонка çитменрен çĕнĕ касра пурăнакансем çĕнĕ хыпарсемпе паллашаймаççĕ, чун "апатне" çырăнаймаççĕ. Шел пулин те, паянхи кун ытти хăш-пĕр ялта та хаçат валеçекенсем пулманран ăна вăхăтра алла илсе вулайманнишĕн пăшăрханаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика