Сывлăха тĕрĕслеттерни чире палăртма та, парăнтарма та пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2023, 19:12 Просмотров: 219

ХАЛЬХИ вăхăтра 40 çултан иртнĕ çынсен пурин те кашни çулах хăйсен сывлăхне ятарласа тĕрĕслеттермелле, диспансеризаци тухмалла. Çамрăкраххисенчен вара 2023 çулта çак çулсенче çуралнисен сиплев учрежденине паспортпа тата медицина полисĕпе кайса сывлăхне тĕрĕслеттермелле:1984, 1987, 1990, 1993, 1996, 2002, 2005. Мĕнле анализсем памаллине тухтăр хăй палăртать. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 7 пине яхăн çын диспансеризаци тухнă. Вĕсенчен 2777 çынна тĕрлĕрен чирне тупнă хыççăн диагноза çирĕплетме тепĕр хут тĕрĕслеве янă. Çавăнпа сиплев учрежденине кайни пĕрре те сиенлĕ мар, вăл çыннăн малашнехи пурнăçĕпе çеç çыхăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика