ШКУЛ ачисемшĕн çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хаваслă та шавлă çуллахи каникул хыçа юлса пырать. Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсем Пĕлỹ кунĕнче шкул ачисене хаваспах йышăнĕç, пĕрремĕш шăнкăрав вара пурне те каникулта вăй пухса килнĕ хыççăн çĕнĕрен парттăсем хушшине ларма йыхравлĕ. Сăмах май каласан, ырă енĕпе нумай палăракан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула кăçал та Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 17 ялтан вĕренекенсем пĕлỹ илме çỹрĕç! Ашшĕ е амăшĕ Патăрьелĕнче ĕçлекен хăш-пĕр ачасем вара Елчĕк районĕнченех килĕç.
Асăннă шкулти педагогика коллективĕ çултан-çул ачасене тарăн та пур енлĕ пĕлỹ парас тĕллевпе тĕрлĕрен çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртет. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсемпе 100 тата 200 балл пуçтарнă выпускниксен топ-лидер вĕрентỹ учрежденийĕсен йышне кĕни те коллектив хисепĕ ỹссе пынине, вĕсен ĕçĕн результатне çирĕплетет. Кăçал кунти виçĕ чиперкке 100 баллисен йышĕнче пулнă
Август 2026 |
