Водитель тĕттĕмре хĕрарăма асăрхайман

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2023, 19:48 Просмотров: 260

ÇАК кунсенче Шăнкăртамра каçхине 21 сехетре авари пулнă, "Лада-Приора" водителĕ 33 çулхи хĕрарăм çине кĕрсе кайнă. Суранланнă çынна тỹрех сиплев учрежденине илсе кайнă, çул-йĕр инспекторĕсем çак ĕçпе тимлеме пикеннĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм (хĕрĕнкĕ тесе шутлаççĕ) çул пăрнăçĕнчен аякрах мар çул çинче выртнă. Тĕттĕм вырăнта ăна асăрхама йывăр пулнă. Водитель ỹсĕр пулманни тата пысăк хăвăртлăхпа пыманни те паллă. Йĕрке хуралçисем ĕç-пуçа вĕçне çитерессипе тимлеççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика