Пирĕншĕн ют ачасем çук, кăмăлтан пултăр пулăшу

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2023, 18:18 Просмотров: 283

ХАÇАТĂН иртнĕ номерĕнче "Шкула хатĕрленетпĕр" акци пуçланнă пирки пĕлтернĕччĕ. Пĕлỹ кунне хатĕрленсе Запорожье облаçĕнчи Бердянски районĕнчи ачасене шкула кайма кирлĕ хатĕрпе, япалапа пулăшакан малтанхи хастарсенчен пĕри - Леонид Шашкин предприниматель. "Пирĕн хушăмăрта ют ачасем çук. Шкула кайма çул çитнĕ кашни ача тивĕçлĕ пĕлỹ илме пултартăр", - тет вăл ыр кăмăллăх акцине хутшăннă май. Пурнăçри сăваплă ĕç темиçе хутчен те ырăпа таврăнать теççĕ. Çак предпринимателĕн те ырă утăмĕ ыттисемшĕн пархатарлă тĕслĕх пултăр.

Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕнчи столовăйсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнине ятарлă комисси тĕрĕслесе тухнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика