Тимлĕх кашнинех çиттĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2023, 15:31 Просмотров: 380

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсенчен ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата унта пуç хунисен çемйисене пулăшу кỹрес ыйтусемпе ĕçлекен социаллă координаторĕпе Алена Петровăпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ветерансене социаллă пулăшу кỹрес ыйтусене хускатнă.

 "Пĕр ветеран та хăйĕн нушипе пĕчченлĕхре ан юлтăр. Пирĕн тĕллев - ветерансемпе вĕсен çемйисене шанчăклă тылпа тата тимлĕхпе тивĕçтересси",- палăртнă Рудольф Селиванов.

Алена Петрова муниципалитет округĕн пуçлăхне ветерансен пурнăçĕпе кăсăкланнăшăн тав тунă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика