"Шкула хатĕрленетпĕр" акци старт илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2023, 15:22 Просмотров: 392

ШКУЛСЕНЧЕ çĕнĕ вĕренỹ çулталăкĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Çавна май 2023 çулхи августăн 7 - 13-мĕшĕсенче Патăрьелĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта "Шкула хатĕрленетпĕр" акци йĕркеленĕ. Çак тапхăр ыр кăмăллăхпа çыхăннă темелле. Акци вăхăтĕнче Запорожье облаçĕнчи Бердянски районĕнчи ачасене Пĕлỹ кунĕнче шкула кайма вĕренỹ хатĕрĕ, кĕпе-тумтир, пушмак тата ытти те парнелеме пултаратăр. Ырă ĕçе хапăл туса акцие хутшăнакан çынсем хăйсен япалисене Патăрьелĕнчи "Бизнес-инкубатор" çуртне (Ленин проспекчĕ, 16), 110 пỹлĕме илсе килме пултараççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика