Çар çыннисене тĕрев парать

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2023, 20:38 Просмотров: 579

"Çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕ 2 уйăх каялла ĕçлеме пуçланă. Çак вăхăтра унăн ĕçченĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тата вĕсен çемйисене, 400 çынна, йышăннă. Асăннă фонд çавăн пекех ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă çар çыннисен çемйисене те тĕрев парать. Ĕçченсем çивĕч ыйтусене татса параççĕ, çак шутрах эмелсемпе, реабилитаци хатĕр-хĕтĕрĕпе тивĕçтерессине те. Çавăн пекех специалистсем салтаксене ĕç тупма, çĕнĕ професси алла илме пулăшаççĕ, ветерансен ачисене - вĕрентỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕме. Фонд салтаксен мăшăрĕсене тата амăшĕсене психологсемпе тĕл пултарассине те йĕркелет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика