Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем велочупăва хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.07.2023, 20:30 Просмотров: 165

Çак кунсенче профсоюзсем çулленех йĕркелекен "100 çухрăм - мĕншĕн тесен эпир пĕрле" велочупу иртнĕ. Ăна Раççейри никама пăхăнман профсоюз федерацийĕн йĕркелỹ комитечĕ спортăн çак енне анлăн сарас тата аталантарас енĕпе пуçарнă. Велочупăва çĕршывăн 14 регионĕнчен 200 ытла спортсмен явăçнă. Колоннăна Архангельск облаçĕнчи велосипедистсем ертсе пынă. Трасса - 100 çухрăм. Кăçал велочупу Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк муниципалитет округĕсен территорийĕсемпе иртнĕ.

Унта хутшăнакансене Патăрьел çĕрĕнче ăшшăн кĕтсе илнĕ. Сăмах май каласан, вĕсем Каçал тăрăхĕнчен Первомайскине çитнĕ. Профсоюз ялавĕсене варкăштарса пыракан велосипедистсене Анат Чакă, Пăлаçи Атăк, Каншел, Именкасси, Тикеш, Шăнкăртам, Патăрьел, Козловка-Пăлакасси, Кивĕ Ахпỹрт, Туçа, Анат Туçа ялĕсенче пурăнакансем кăмăллăн алă сулнă. Чарăнусенче вара юрă-ташă ăстисем хавхалантарнă.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов велочупу спортри паллă пулăм çеç мар, профсоюз юхăмĕ пĕрлĕхре пулнине те çирĕплетнĕ. Унта хутшăнакансем тата йĕркелỹçĕсем палăртнă тĕллевсем патне çитнине, кирек хăш йывăрлăха та çĕнтерме пултарнине каланă.

Спортăн çак енне анлăн сарас тата аталантарас енĕпе тимлекен Раççейри никама пăхăнман профсоюз федерацийĕн йĕркелỹ комитечĕн секретарĕ, Раççей телевидени ĕçченĕсен профсоюзĕн тĕп редакторĕ Сергей Драндров Патăрьел муниципалитет округĕн администрацине, кунта пурăнакансене ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав тунă.

 Велочупăва хутшăнакансем çакнашкал мероприятисем спорта анлăн сарас тата аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Вĕсем сывлăха çирĕплетме, çынсене çывăхлатма, кăмăл-туйăма çĕклеме пулăшаççĕ. "100 çухрăм - мĕншĕн тесен эпир пĕрле" велочупу шăпах çакна кăтартать те ĕнтĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика