Фермер хуçалăхĕсемпе Патăрьел райповĕ - республика конкурсĕн çĕнтерỹçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2023, 10:50 Просмотров: 163

ИРТНĔ шăматкун суту-илỹ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çавна май Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕнче республикăри "Чăваш Енри суту-илỹ-2023" конкурс çĕнтерỹçисене те чысланă.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕ çак конкурсра харăсах икĕ енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă: "Стационарлă мар чи лайăх суту-илỹ объекчĕ" тата "Вырăнта кăларнă продукцисене сутас тĕлĕшпе чи лайăх магазин" номинацисемпе. Çавăн пекех "Чи лайăх апат-çимĕç магазинĕ" номинацире Гульнара Шамсутдинова фермер хуçалăхĕ ("Халяль" суту-илỹ çурчĕ) иккĕмĕш вырăна тухнă.

"Чи лайăх мобильлĕ суту-илỹ объекчĕ" номинацире вара Патăрьел райпоне иккĕмĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă. Çакна та палăртма кăмăллă. Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче суту-илỹ çурчĕсен йышĕ хушăнсах пырать. Вырăнта кăларакан продукцисене хамăр лавккасенчех сутнипе халăх та кăмăллă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика